«Этническая Чувашия» (чӑв. Этнос Чӑваш Енӗ) туризм кластерне Чӑваш Енӗн резерв фондӗнчен укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан ӗҫлӗ хута ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ. 431-мӗш номерлӗ йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Нухрата «Туризм енӗпе ӗҫлекен федераци агентстви умӗнчи тивӗҫе пурнӑҫлама» уйӑрассине палӑртнӑ. Кирлӗ ҫӗре укҫа республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви урлӑ ҫитӗ.
Ӗҫлӗ хута тишкерсен тупра кластерӑн Шупашкар районӗнчи «Ясна» комплексӗн транспорт инфраструктурине аталантарма кайӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, асӑннӑ ӗҫпе ҫыхӑннӑ проектпа смета документацине ҫӗнетме. Ҫакӑн валли хыснаран 198,21 пин уйӑрӗҫ.
Утӑ вӑхӑтӗнче арҫын урасӑр тӑрса юлнӑ. Ку инкек Ҫӗмӗрле районӗнчи Янташ ялӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулнӑ.
32 ҫулти арҫын газон ҫулмалли хатӗрпе утӑ ҫулнӑ. Хайхискер 28 ҫулти тусне асӑрхаман-ши – ун ҫине ӑнсӑртран пырса кӗнӗ. Газон ҫулмалли хатӗр шӑпах унӑн урине лекнӗ. Шел те, ҫамрӑк арҫын текех утаймӗ – унӑн икӗ урин 1,3 пайӗ татӑлнӑ.
28 ҫулти арҫын – Шупашкар районӗнчен. Ӑна Ҫӗмӗрле районӗн пульницине реанимаци уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Халӗ вӑл унта выртать.
Чӑваш Енре «Вӗрентӳ аталанӑвӗ» республика программипе килӗшӳллӗн ялсенчи шкулсем валли сакӑр автобус туяннӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. Ман хула Шупашкар) портал хыпарлать.
Ҫӗнӗ автобуссем туянма регион хыснинчен 15,4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кӳрсе килнӗ транспорт хатӗрӗсене ГЛОНАССпа тата тахографпа тивӗҫтернӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫине ҫутӑлакан маячок вырнаҫтарнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, туяннӑ автобуссенчен виҫҫӗшне кивелнӗ транспорт хатӗрӗсем вырӑнне панӑ, тепӗр пиллӗкӗшне ҫӗнӗ маршрутсем йӗркелеме уйӑрнӑ. Телейлисен шутне хальхинче Улатӑр районӗнчи Чуварлей, Канаш районӗнчи Янкӑлч, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски, Шупашкар районӗнчи Атайкасси тата Елчӗк районӗнчи Шӑмалак шкулӗсем кӗнӗ.
Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче пурӑнакансем Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин патне видеоҫыру хатӗрленӗ. Ӑна «Контрактра» халӑх тетелӗн «МБОУ «Карачуринская ООШ» Чебоксарского района» (чӑв. Шупашкар районӗнчи «Карачурари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул» муниципалитетӑн вӗренӳ учрежденийӗ) страницӑра ҫӗркаҫ вырнаҫтарнӑ.
Унта палӑртнӑ тӑрӑх, ялти шкул ӗмӗрӗ пӗр ӗмӗртен иртнӗ, унӑн тӑрӑмӗ питех те начар. Йывӑҫ стенасем ҫӗрӗшнӗ, никӗс ишӗлет. «Республикӑри тата вырӑнти ертӳҫӗсем пире валли ҫирӗм ҫул ытла ӗнтӗ ҫӗнӗ шкул туса параймаҫҫӗ. Проект документацийӗ хатӗр, анчах укҫа-тенкӗ ҫук. Стройкӑна икӗ хут та пуҫарнӑ, анчах вӑл кашнинчех чарӑнса ларнӑ. », — тесе пӗлтернӗ видеоҫырура. Шкулта тӗрлӗ шайри тӳре-шара пулнӑ иккен, анчах лав вырӑнтан хускалман.
Халӑх фрончӗн хастарӗсем Етӗрне, Ҫӗмӗрле Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Муркаш, Хӗрлӗ Чутай, Канаш, Элӗк районӗсенчи 10 ФАПа тӗрӗсленӗ. Хастарсем палӑртнӑ тӑрӑх, медицина учрежденийӗсенче хатӗр-хӗтӗр, сӗтел-пукан кивелнӗ, ҫӗнӗ ФАПсенче ҫеҫ йӗркеллӗ вӗсем.
Федьдшерсен кирлӗ мӗнпур япала ҫук. Тӗслӗхрен, юнри сахӑр шайне виҫмелли хатӗр. Ҫав вӑхӑтрах кӑткӑс медицина манипуляцийӗ ирттермелли аппаратсем пур, вӗсемпе вара тухтӑрсем ҫеҫ усӑ кураяҫҫӗ.
Чылай ФАПра тивӗҫлӗ канӑва тухма хатӗрленекен ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ, вӗсен ӗҫ укҫи чи пӗчӗк виҫепе танлашать. Чылай ҫӗрте тӗплӗ юсав кирлӗ. Нумайӑшӗнче шыв, канализаци, ӑшӑ ҫук.
Тӗрӗсленӗ пур ФАПра та тӗнче тетелӗ, компьютер ҫук, ҫавӑнпа фельдшерсен документацие хатӗрлеме район пульницине кайма тивет.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн хастарсем ку ыйтӑва ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин ӗҫченӗсемпе сӳтсе явнӑ.
Шупашкар районӗнчи Сархурӑн ялӗнче ҫуралнӑ Игорь Поручиков журналиста ӗнер юлашки ҫула ӑсатнӑ. «Пӗр класрисем» халӑх тетелӗнчи унӑн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Игоре юлашки ҫула Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 14-мӗш ҫуртри 114-мӗш хваттертен ӑсатнӑ.
Игорь Поручиков юлашки вӑхӑтра профсоюз организацийӗсенчен тытӑмӗнче пресс-службӑра ӗҫленӗччӗ. Унччен вӑл республикӑри тӗрлӗ массӑллӑ информаци хатӗрӗнче тӑрӑшнӑ. Профсоюз тытӑмне куҫиччен Игорь Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫатӗнче ӗҫленӗччӗ. Игорь унта реклама менеджерӗ пулса тимленӗччӗ.
Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Игорь 51 ҫул тултарнӑ. Ӑна М-7 автоҫул ҫинче ҫурҫӗр ҫитеспе машина ҫапса кайнӑ. Ӗҫтешӗмӗр ҫемьеллӗ пулнӑ, хӗрпе ывӑл ӳстернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи вӑйлӑ ҫиле пула йывӑҫсем ӳкни, пӳрт ҫивиттисене сӳни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер те, паян та пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Вӑрмар тата Пӑрачкав районӗсенче инкеклӗ лару-тӑру тесе йышӑннӑ.
Вӑйлӑ ҫил Красноармейски районӗнчи Енник Чуллӑ шкулӗн ҫивиттине те вистенӗ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре общество транспорчӗн чарӑнӑвне ҫавӑрса пӑрахнӑ. Шупашкарти Ҫӗнӗ хула микрорайонта электричество пӑралукӗсене татса пӑрахнӑ, ҫӑмӑл автомашинӑсене сиен кӳнӗ. Вӑйлӑ ҫил вӑхӑтӗнче икӗ ҫын аманнӑ. Шар курнисене тухтӑрсем пулӑшнине пӗлтернӗ.
Паян Чӑваш Енре вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл алхаснине пула 12 район-хулара йывӑҫсене тӳнтерсе янӑ. Ҫут ҫанталӑкӑн усал вӑйӗ Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Муркаш, Пӑрачкав, Шупашкар, Тӑвай, Красноармейски районӗсенчи йывӑҫсем ӳкнӗ. Шупашкарта, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ районӗсенче ҫутӑсӑр юлнӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Вӗсенчен хӑшӗсенче инкеке сирме ӗлкӗрнӗ.
Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енкассинчи, Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкил шкулӗсен, хӑш-пӗр районти уйрӑм ҫын ҫурчӗсен ҫивиттисене вӑйлӑ ҫил сӳтсе кайнӑ.
Инкек пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та пӗлет тесе хыпарлаҫҫӗ Чӑваш Енӗн Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-службинче. Унтан та ытларах — яваплӑ службӑсене вӑл ҫине тӑрса ӗҫлеме чӗнсе каланӑ.
Тӗлӗнмелле хыпар тухрӗ. Иккен, «Хыпар» тепӗр хаҫата ҫатса ярасшӑн — Шупашкар районӗн хаҫатне — «Тӑван Ене». Хам ҫак район ҫынни пулнӑ май ку мана самай пӑшӑрхантарать.
«Тӑван Ен»-пе «Хыпар» икӗ пысӑк хаҫат. Иккӗшӗн те лайӑх енӗсем пур. Район хаҫачӗсене илсен «Тӑван Ен» уйрӑммӑн тарать — вӑл яланах чи лайӑххисен йышӗнче тӑнӑ. Журналистсен йышӗпе те, ҫӗнӗлӗхсене пурнӑҫа кӗртессипе те. Сӑмахран, хаҫат сайтне тӑвасси, ҫӗнӗ дизайн ҫине куҫасси, ҫӗнӗ программӑсемпе усӑ курма тытӑнасси тӗлӗшпе вӗсем малта пыраҫҫӗ. «Хыпар» ку енчен ман шутпа юлсарах пырать. «Тӑван Ен» пысӑк хаҫат мар та ҫӗнӗллӗх кӗртме уншӑн йывӑр мар. «Хыпар» вара — пысӑк хаҫат, унӑн коллективӗ пӗчӗк мар, ҫӗнӗлӗхсене хӑвӑрт кӗртме те ҫавна пула йывӑртарах.
«Хыпарӑн» лайӑх енӗ — паллах, унӑн коллективӗ. Республика хаҫачӗ пулнӑран унта лайӑхрах журналистсем лекнӗ, лекеҫҫӗ те.
Икӗ пӗрешкел предприяти пӗрлешнӗ чухне яланах ыйту ҫуралать — хӑшӗ хӑшне ҫӑтса ярӗ. Юлашки вӑхӑтра влаҫрисем «Тӑван Ене» сахал мар тимлӗх уйӑрни курӑнать.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакансем урамри юпаран хӑраҫҫӗ. Райцентрти Сӗнтӗрвӑрри урамӗнчи 14-мӗш тата 15-мӗш ҫуртсенчисем хӑйсен пӳрчӗсем умӗнчи чалӑшнӑ ҫутӑ юпи персе анасран шикленеҫҫӗ.
«Общественный совет поселка Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӗн общество канашӗ) халӑх ушкӑнӗнче ҫырнинче «SOS» тесех палӑртнӑ.
Ҫынсем ҫутӑ юпине ылмаштаракан подряд организацине ҫӗрӗк юпана ҫӗнетме ыйтаҫҫӗ. Темиҫе ҫул каялла юпасене ҫӗннисемпе улӑштарнӑ иккен, маларах асӑннӑ ҫуртсем умӗнчине тӗкӗнмен.
Кӳкеҫри Сӗнтӗрвӑрри урамӗн вӗҫӗнчи чалӑшса кайнӑ юпа кирек хӑш самантра персе анма пултарнине палӑртакан ҫынсем яваплисем пулӑшасса шанаҫҫӗ. Мӗнрен тата мӗншӗн шикленнине ӗнентерме сӑн ӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ. | ||
| Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
| Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |